Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Саврӑш-паттӑр ҫулӗ (Кӗмел Кӗпер)

Этем ҫӗре кӗрсен мӗн юлать,
Мӗн ырӑ ӗҫ тунӑ, ҫав юлать.
«Кӑвак ҫурт» поэмӑран.


Ял-ял тӑрӑх ҫӳресе, ӑҫта килчӗ унта монголсемпе тутарсен текӗрчӗсене тӗп туса, Саврӑш-паттӑр пӗтӗм Аслӑ Ҫарӑмсанпа Хӑмтӑрча тӑрӑхӗсене тухрӗ. Пӗр эрне хушшинче ун ҫарӗ ҫӗр ҫынтан вунӑ пин ҫынна, кайран ҫирӗм пин ҫынна ҫитрӗ, чӑн-чӑн икӗ таман пулса тӑчӗ.
Аслӑ Ҫарӑмсанпа Хӑнтӑрча хушшинчи лапама чарӑнса, Саврӑш-паттӑр хӑйӗн ҫыннисене эккел пулма вӗрентрӗ. Текӗрт вӑйӗ йышра мар, текӗрт вӑйӗ кашни эккел хӑй ӗҫне тата хӑй вырӑнне пӗлнинче, ҫарпуҫӗ каланине кирлӗ пек тума пултарнинче. Кӗске хушӑрах ҫирӗм пин ҫынран тӑракан ушкӑн чӑн-чӑн хапӑлха-ҫар пулса тӑчӗ. Саврӑш-паттӑр халӗ ӗнтӗ — тӗмпӳ. Унӑн ҫарӗнче — ҫирӗм пинни, кашни пиннире — вуншар ҫӗрни, кашни ҫӗрнире — вуншар вунни. Кашни вуннин, кашни ҫӗрнин, кашни пиннин — хӑйӗн ҫарпуҫӗсем, вӗсене вунпӳ, ҫӗрпӳ тата пинпӳ теҫҫӗ.
Таман ытла пысӑк ҫар мар. Анчах хулана ҫавӑрса илнӗ тӑшмана кӗтмен-ҫӗртен пырса тапӑнсан, самай пысӑк инкек кӑтартма пултарать. Ҫитменнине тата Саврӑш-паттӑр ҫарӗнче пӗр таман ҫеҫ мар, икӗ таман.
— Текех кӗтсе тӑма ҫук, — терӗ Саврӑш-паттӑр. — Кам килмелли — килчӗ. Пире патша кӗтет. Ыран ирех ҫула тухатпӑр.
Илӗм-тилӗм.
Чулман Атӑл урлӑ кӑвак урхамах пӑхать.
Кавал сасси пӗтӗм вӑрмана чӗтретсе янӑраса кайрӗ.
Тӑкӑннӑ типӗ ҫулҫӑллӑ кӗрхи вӑрман ҫав самантрах пин-пин ура сассипе тулчӗ. Карӑнтарса персе янӑ ҫӗмрен кирлӗ ҫӗре ҫитсе тӑрӑнмалӑх вӑхӑт хушшинче пӗтӗм икӗ таман эккелӗсем утпа ҫула тухма хатӗр пулса тӑчӗ.
— Кайрӑмӑр, — терӗ Саврӑш-паттӑр, аллинчи саламачӗпе ҫурҫӗрелле кӑтартса. — Хаяр тата Аслӑ Танкӑр пулӑшччӑр пире!
Ҫав самантрах вӑрман пин-пин ут ура сассипе тулчӗ. Саврӑш-паттӑр пухса йӗркеленӗ пӑлхарсен ҫӗнӗ икӗ таманӗ Аслӑ Пӳлер хулине ҫӑлма, Ылттӑнпик патшана пулӑшма ҫула тухрӗ.
* * * <<
Утсене Аслӑ Ҫарӑмсан хӗрринчи вӑрманта кантарнӑ хыҫҫӑн Саврӑш-паттӑр хӑйӗн йӗкӗчӗсене каллех ҫула тухма хушрӗ. Вӑл кӑнтӑр ҫутипех Пӳлер патнелле ҫитсе, пӗтӗм ҫарӗпе Кӗҫӗн Ҫарӑмсан Аслӑ Ҫарӑмсана кӗнӗ ҫӗрте пытанса тӑма, каҫпа вара хулана хупӑрласа илне тискер тӑшмана тапӑнма шутларӗ.
Аслӑ Ҫарӑмсан тӑваллине ҫитсессӗн эккелсем хӑйсене хирӗҫ тарса килекен ҫынсене курчӗҫ. Виҫӗ хӗрарӑм тата ҫиччӗсенчи ача.
— Ӑҫтан эсир? — кӗскен ыйтса пӗлес терӗ вӗсенчеи Саврӑш-паттӑр.
— Пӳлертен, — пӑлхарсен ҫарне курнипе хӗпӗртесе кайрӗҫ таркӑнсем.
— Мӗнле унта? Хула чиперех-и?
— Хула тӑрать, — терӗ ача, лайӑх кӑралланнӑ эккелсем ҫине ӑмсанса пӑхса. — Патша ырӑ-сывӑ терӗҫ. Анчах таврари ялсене пӗтӗмпех ҫунтарса ячӗҫ.
— Ӑҫта тарса пытанас тетӗр?
Сӑвар хӳттине каятпӑр.
Ача, хӗрарӑмсенчен уйрӑлса, Саврӑш-паттӑр еннелле утрӗ.
— Емпӳ, ил мана та хӑвпа пӗрле. Ут пар, хӗҫ пар. Эпӗ паттӑр эккел пулатӑп.
— Ку хӗрарӑмсене вара кам сыхлать? — кӑмӑлсӑрланчӗ Саврӑш-паттӑр. — Ҫук, сана хампа илместӗп. Хӗҫпе ут паратӑп. Хӗрарӑмсене сыхла. Инкеке лекнисене пулӑш. Хӗрарӑм пурри — халӑха упрани. Ан ман ҫакна...>> * * * <<
Кӗҫӗн Ҫарӑмсан Аслӑ Ҫарӑмсана юхса кӗнӗ ҫӗрте — вӗҫӗ-хӗррисӗр улӑх. Пӗтӗмпех вӑрӑм хӑмӑш ӳссе ларнӑ унта. Каҫпулттиччен Саврӑш-паттӑр ҫарӗ ҫакӑнта пытанса тӑрас терӗ.
Кӗрхи кун кӗске. Пӗлӗте хура пӗлӗтсем тухрӗҫ. Юханшыв хӗрринчи йӑмрасем ҫине хура каҫ ӳке пуҫларӗ. Акӑ ӗнтӗ ҫула тухма та вӑхӑт. Сасартӑк мальенче, эккелсем каймалли тӗлте, пӗлӗт ҫине хӗп-хӗрлӗ юпа ӳкрӗ.
"Хӗвел ури-и? — иккӗленсе илчӗ Саврӑш-паттӑр. — Анчах хӗвел паҫӑрах анчӗ пек-ҫке!"
Сасартӑк ун чӗри кӑртлатса ыратса тапма тытӑнчӗ.
— Пушар! Вут чӗртнӗ!.. Хула ҫунать!..
Хула ҫуннине эккелсем пурте харӑсах курчӗҫ. Тахӑш самантра вӗсем учӗсем ҫине сиксе утланчӗҫ. Пӗтӗм утлӑ ҫар никам хушмасӑрах Пӳлер еннелле ыткӑнчӗ.
— Часрах! Часрах!
— Хулана тӑшмансем кӗрсе кайнӑ!
— Аслӑ Пӳлерте хаяр ҫапӑҫу пырать!..
Часах пӗтӗм тавра вутра иккенни курӑнса кайрӗ. Вут чӗлхисем явӑна-явӑна тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ.
"Мӗнле-ха вара? — тӑшман хулана пырса кӗме пултарнине ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ Саврӑш-паттӑр. — Пулма пултарайман япала ку! Е сутӑнчӑксем тупӑнчӗҫ-ши?.."
Ҫил пек вӗҫтерсе пыракан юланутҫӑсене хирӗҫ ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫынсем чупаҫҫӗ. Вутра ҫунакан хуларан тарса тухнӑ ҫынсем кусем.
Хулана ярса илнӗ вут пӗтӗм талккишӗпех явӑна-явӑна ялкашать.
— Ӗлкӗреймерӗм! - чун-чӗри ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ Саврӑш-паттӑр. — Ӗлкӗреймерӗм!..
Унӑн тимӗр-кӑвак учӗ хуҫин хуйхине сисрӗ пулас, чарӑнса тӑчӗ. Саврӑш-паттӑр вара учӗ ҫинчеп сиксе анчӗ те, хура тӑпра ҫине ӳксе, икӗ аллипе ҫӗре ҫапа-ҫапа кӑшкӑрчӗ:
— Кая юлтӑм!.. Мӗншӗн маларах ҫула тухмарӑм-ха?!.
Ун умне эккел сиктерсе пырса тӑчӗ:
— Монголсем! — терӗ вӑл кӗскен. — Хула енчен килеҫҫӗ. Тарса тухнӑ халӑха тытса илесшӗн пулас...
Чӗрӗм хушшинче Саврӑш-паттӑр учӗ ҫине сиксе ларчӗ. Чӑнах та, хула енчи сӑртран монголсен пысӑк ҫарӗ анать. Вӑрман хӳттинчи айлӑмра тӑракан пӑлхарсен текӗртне курмаҫҫӗ пулас вӗсем.
Тахӑш вӑхӑтра Саврӑш-паттӑр чунӗ-чӗринчи тӑшмана курайманлӑх никам тытса чараймасла йӳҫсе хӑпара пуҫларӗ.
— Ман хыҫҫӑн! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тимӗр-кӑвак утне ҫул ҫине илсе тухса. — Ман хыҫҫӑн! Тискер тӑшмана пӗри юлмичченех тӗп тӑватпӑр!..
Сӑрт ҫинчен ансӑр ҫулпа анакан монголсем хӗҫӗсене ҫӗклесе ҫапӑҫмалӑх сапаланса кайма та ӗлкӗреймерӗҫ, вӗсене тахӑш вӑхӑтра пӑлхарсем йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ. Никам та ниепле сасӑ та кӑлараймарӗ, ним чӗмсӗр ҫапӑҫу пычӗ. Чӑнк та чанк! чанклатрӗҫ хӗҫсем пӗр-пӗрне пыра-пыра ҫапса. Тарса тухнӑ каралсӑр халӑха кӑна ҫавӑрса илме ӗмӗтленнӗ монголсем пӑлхарсен вӑйлӑ текӗрчӗ килсе тухасса кӗтмен те. Ҫавӑнпа вӗсем кирлӗ пек хирӗҫ тӑраймарӗҫ; вӗсене пӑлхарсем ним юлми касса тухрӗҫ.
— Хулана кӗрсе каятпӑр! — терӗ юнташӗсене хавхаланса кайнӑ Саврӑш-паттӑр. — Хула пӗтмен. Шанатӑп: унта хаяр ҫапӑҫу пырать. Эпир пырса кӗни пӗтӗм ҫапӑҫӑва тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума пултарать.>> * * * <<
Пӗтӗм Пӳлер вутра ҫунать.
Ылттӑнпик хӑйӗн текӗрчӗпе патша керменӗ патне чакса килчӗ. Кунтан ытла чакма ҫук. Ку юлашки ҫирӗплетнӗ вырӑн.
Тӑшмансем пур енчен те хӗсрӗҫ.
Ылттӑнпик эккелӗсем пӗрин-хыҫҫӑн тепри ӳке-ӳке вилчӗҫ. Акӑ ӗнтӗ Ылттӑнпик хӑй тавра икӗ эккеле кӑна курать.
"Кермене чакса кӗмелле!" — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ унӑн пуҫӗнче.
Ҫав самантра таҫтан монголсен тепӗр текӗрчӗ сиктерсе тухрӗ те керменпе Ылттӑнпик хушшине кӗрсе кайрӗ. Тӑшмансем вуншарӑн-вуншарӑн Ылттӑнпик ҫине кӗчӗҫ. Ылттӑнпик ҫапрӗ те ҫапрӗ вӗсене хӑйӗн йывӑр хӗҫӗпе. Акӑ ӗнтӗ унӑн йӗри-тавра вуншар тӑшман вилли выртать. Анчах ҫапӑҫу ҫухатусӑр пулмасть. Юнашар эккелсем, тӑшман хӗҫӗ каснипе, учӗсен айне ӳкрӗҫ. Ылттӑнпик пӗр-пӗччен тӑрса юлчӗ. Тӑшмансем ун ҫине кӗнӗҫемӗн кӗрсех пычӗҫ.
— Ылттӑнпик! — илтӗнчӗ ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен савнӑ арӑмӗн сасси. — Савнӑ мӑшӑрӑм!..
Куҫ хӗррипе Ылттӑнпик кермен хапхи тӑрринелле пӑхрӗ. Унта, хыпар-турул тӑрринче унӑн савнӑ мӑшӑрӗ, аллинче — кӗҫӗн ывӑлӗ.
— Эккелсем ӑҫта? — хыттӑн кӑшкӑрчӗ патша. — Мӗншӗн кунта сиктерсе тухмаҫҫӗ вӗсем?
— Ҫук, пӗри те ҫук! — кӑшкӑрчӗ Айраслу. — Пурте пуҫне хунӑ. Керменте — тӑшмансем. Вӗсене кунта Парӑҫ-Пӑрӑнтай вӑрттӑн ҫулпа ертсе килнӗ.>> * * * <<
Саврӑш-паттӑр путсӗр тӑшманӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑлара-кӑлара тӑратакан ункисене тата-тата патша керменӗ патнелле васкарӗ. Акӑ ӗнтӗ кермен умӗнчи лап. Унта хаяр ҫапӑҫу пырать. Лап варринче тӑшмансем пӑлхар улӑпне пур енчен те хупӑрласа илнӗ. Анчах ниепле те ун патне ҫитсе укрӑклаймаҫҫӗ. Пӗр еннелле ҫапать те пӑлхар улӑпӗ — тӑшман виллисенчен урам тӑвать, тепӗр еннелле ҫапать те — тӑкӑрлӑк тӑвать. Анчах пӗр-пӗччен пур енчен те ҫавӑрса илнӗ тӑшмана хирӗҫ ытла темӗнччен тӑма ҫук-ҫке-ха!.. Ҫитменнине тата унӑн кӳпи хыҫал енчен ҫурӑлса кайнӑ. Пӗр-пӗр тӑшман текӗрҫи ҫакна асӑрхасассӑн!..
— Ылттӑнпик! — тумӗнчен палласа илчӗ ӑна Саврӑш-паттӑр. — Элтепер! Эпӗ ку! Эпӗ! Эп пулӑшма пыратӑп!.. Асту, ҫурӑму ҫинчи кӳпи ҫурӑлса кайнӑ.
Вӑл хӑй ҫулӗ ҫинчи тӑшмансене каса-каса пӑрахса патша патнелле талпӑнчӗ.
Ҫав вӑхӑтра таҫтан карӑнтарса персе янӑ тӑшман ҫӗмренӗ элтепере ҫурӑмӗнчен, шӑп та лӑп кӳпи ҫурӑлса кайнӑ тӗлтен пырса ҫапрӗ.
— Ылттӑнпик!..
Тайӑлса-тайӑлса кайрӗ элтепер, сулахай аллипе хӑйне тӑрӑнса кӗнӗ тӑшман ҫӗмренне ярса тытрӗ те... Ҫав самантпа усӑ курса тӑрнаккай монгол ӑна хӗҫӗпе ҫапрӗ. Ылттӑнпик учӗ ҫинчен тӗшӗрӗлсе анчӗ.
— Элтепер!.. Елкӗреймерӗм, ӗлкӗреймерӗм!.. — чунӗ ыратнӑ енне каллех кӑшкӑрса ячӗ Саврӑш-паттӑр. — Каллех ӗлкӗреймерӗм!..
Тӑрнаккай монгола хӗҫӗпе касса, вӑл ӳкнӗ элтепере йӑтса илчӗ те кӑкӗрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ.
— Элтепер! Эпӗ ку, эпӗ! Элтепер!.. Анчах Ылттӑнпик чӗри тапмасчӗ ӗнтӗ.>> * * * <<
Саврӑш-паттӑр таманӗсем кермен умӗнчи лапа пырса кӗнӗ пӗтӗм тӑшмана касса тухрӗҫ.
— Элтепер! Элтепер! Вилмен эсӗ, вилмен! — ухмаха тухнӑ пек, патша ӳтне ҫӳлелле йӑтса кӑшкӑрчӗ те кӑшкӑрчӗ Саврӑш-паттӑр. — Ӗлкӗреймерӗм! Каллех ӗлкӗреймерӗм!.. Патшана ҫӑлма та ӗлкӗреймерӗм!
— Саврӑш-паттӑр! — илтӗнсе кайрӗ ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен янӑравлӑ сасӑ. — Саврӑш-паттӑр!.. Эпӗ ку — Айраслу!..
Саврӑш-паттӑр ҫӳлелле пӑхрӗ те турул тӑрринче Айраслу пикене асӑрхарӗ.
— Мӗншӗн кая юлтӑн-ха, Саврӑш? — аллинчи кӗҫӗн ывӑлне ҫӗклесе хыттӑн кӑшкӑрчӗ Айраслу. — Ылттӑнпик те, эпӗ те питӗ кӗтрӗмӗр сана. Сан арӑму сывӑ! Ывӑлу, Айпӑлат та, сывӑ!.. Вӗсем питӗ лайӑх пытаннӑ. Вӗсем сана кӗтеҫҫӗ. Анчах асту, керменте - тӑшмансем. Вӗсене Парӑҫ-Пӑрӑнтай вӑрттӑн ҫулпа ертсе килнӗ... Эпӗ вара савнӑ упӑшкам патне каятӑп!..
Ирхи шуҫӑм ҫуттинче темле шурӑ пысӑк кайӑк турул тӑрринчен вӗҫсе тухрӗ те ҫӗре, элтепер ӳтне йӑтса тӑракан Саврӑш умне, лаплатса ӳкрӗ.
— Айраслу, мӗскер туса хутӑн-ха эсӗ?!. — кӑшкӑрса ячӗ те учӗ ҫинчен сиксе анчӗ Саврӑш-паттӑр. Шурӑ кайӑк мар ҫав, шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ Айраслу ним хускалми ҫӗрте выртать.
Саврӑш-паттӑр унпа юнашар элтепер ӳтне хучӗ:
- Ӗмӗр-ӗмӗр эсир иксӗр пӗр-пӗрне юратса пурӑнтӑр. Вилсессӗн те ан уйрӑлӑр, эппин, — терӗ улшӑннӑ сассипе.
Ҫав вӑхӑтра ача сасси илтӗнсе кайрӗ. Ара, Айраслу ҫумӗнче мар-и? Саврӑш-паттӑр Айраслун сарӑлса кайнӑ кӗпине ҫӗклерӗ. Чӑнах та, ун айӗнче пӗчӗк ача выртать. Янтукан!.. Кӑнар-тикки! Пӑлхар халӑхӗн пуласлӑхӗ, шанчӑкӗ!.. Ылттӑнпикӗн кӗҫӗн ачи, каярах юлса та пулин ҫуратнӑ ывӑлӗ!..


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 12:41:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2746 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем